Канаш районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын «Газпрома» укҫа хывса пуйма ӗмӗтленнӗ. Анчах тупӑш мар, тӑкак курнӑ вӑл.
Ун патне мессенджерта ҫыру килнӗ: «Газпрома» укҫа хывса тупӑш тума пулать иккен. «Брокер Артур» ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан пӗчӗк укҫа кӑна хывмалла имӗш. Анчах кайран Чӑваш Ен арҫыннине банка кайса кредит илме, «Газпрома» 9 миллион ытла тенкӗ хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Анчах вӑл ҫак укҫана каялла кӑларайман.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен модульлӗ хӑна ҫурчӗсем тӑвассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна валли федераци хыснинчен пирӗн республикӑна тата 130 миллиона яхӑн тенкӗ килӗ. Маларах Чӑваш Ене 178,5 миллион тенкӗ килсе ҫитнӗ.
Модульлӗ отельсем тума ҫӗршыври 58 региона 2023-2024 ҫулсенче 10 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ. Ҫав шутран 130 миллионӗ пирӗн республикӑна лекӗ: 46,4 миллионне кӑҫалах парӗҫ, 83,4 миллионне — килес ҫул.
Эпир маларах асӑнса хӑварнӑ 178,5 миллион тенкӗпе Канаш районӗнче «Малинка 7/12» комплекс хута яма палӑртнӑ. Унта йывӑҫ ҫинче пӗчӗк пӳртсем тӑвасшӑн.
Ҫак уйӑхӑн пӗрремш кунӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче Надежда Силпин «Ылтӑн пучах» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна авторӑн кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Надежда Силпи Канаш районӗнчен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар районӗн администрацийӗнче пресс-секретарьте самай вӑхӑт ӗҫленӗ.
«Ылтӑн пучахри» сӑвӑсенче автор тӑван тӑрӑхӑн хӑйне евӗр илемне сӑнланӑ, кулленхи улшӑнусене асӑрхама вӗрентнӗ. Ҫутҫанталӑк кирек хӑҫан та илемлине палӑртса хӑварнӑ.
Кӗнекере тӑван ҫӗршыва, чӑваш тӗррине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалланӑ йӗркесем те пур иккен.
Марина Карягина ертсе пыракан «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра (ӑна «Чӑваш Ен» ПТРК кӑтартать) Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи пултаруллӑ икӗ хӗрарӑм пулнӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, студие Вероника Долматова баянпа, Вероника Иванова купӑспа пырса кӗнӗ.
Икӗ Вероника (вӗсем — иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗпе аппӑшӗ) вырӑнти «Туслӑх» фольклор ушкӑнне ҫӳреҫҫӗ.
Вероника Ивановна профессилле купӑсҫӑ мар, анчах вӑл ҫак инструментпа ӑста калама пӗлет, ҫавна хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
Вероника Юрьевна виҫӗ ача амӑшӗ пулин те студие тухья тӑхӑнса пынӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хитре чӑваш кӗпипе тухьяна аппӑшӗ, Вероника Ивановна, тӗрлесе панӑ, ҫавна кӑтартас тесе вӑл хӗр тумне тӑхӑннӑ.
Вероника Иванова вырӑнти фольклор ушкӑнне ертсе пырать, ушкӑнри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене те чӑваш тумне тӗрлесе парать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрӗ ӑсталӑхне ачасене вӗрентет.
Республикӑра автоклубсем пурри пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал тата ҫитес ҫул тепӗр 10 автоклуб туянасси пирки пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсенче виҫӗ автоклуб ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем – ПАЗ автобуссем ҫинче. Автоклубсем пулӑшнипе 80 ытла мероприяти йӗркеленӗ. Унччен автоклубсем Патӑрьел тата Канаш районӗсенче кӑна пулнӑ.
Канашлура Элтепер районсенче культура объекчӗсене ҫӗклени, юсаса ҫӗнетни пирки те каланӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш районӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ. Иккӗшӗн те водителӗсем пульницӑна лекмеллех аманса пӗтнӗ.
Пӑтӑрмах каҫхи ултӑ сехетре «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Энтрияль ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Киа Селтос» автомашина груз турттаракан «Хендай» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, кроссовер водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ.
«Киа» рульне тытса пынӑ Мари Элти 33 ҫулти водитель аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Грузовикра ларса пынӑ 35 ҫулти пассажир та аманнӑ.
Канаш районӗнчи ҫула юсаса пӗтернӗ.
Унти «Шӑхасан — Нурӑс — Кайри Чалӑш Тукай — Чӑнкӑвар» ҫула йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 2,3 километр ытла.
Асӑннӑ объекта юсама хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫе муниципалитет контракчӗпе пӑхса хӑварнӑ вӑхӑтра пурнӑҫласа пӗтернӗ.
Юсав ӗҫне «Дорсервис» предприяти пурнӑҫланӑ.
Паян 18 сехет те 40 минутра Канаш районӗнче «Канаш - Славаш» ҫул ҫинче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель автофургон ҫулпа пынӑ чухне кювета чӑмнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле итлеттереймен. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, пассажир вара авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Канаш районӗнче тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын халӗ те комбайнпа ӗҫлет. Катек ялӗнчи Михаил Петров «Палессе» комбайнпа тырӑ вырать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл 77 ҫул тултарнӑ. Ӑна вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хире пырсах саламланӑ. Юрласа ташласа та кӑтатнӑ чечек ҫыххи те тыттарнӑ.
Михаил Петров ял хуҫалӑхӗнче мӗн ҫамрӑкранпа тӑрӑшать. Механизатор пулса вӑл ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать.
Ӗнер Валерий Андреев (16.02.1956–07.08.2023) чӗлхеҫӗ куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Валерий Васильевич Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шуртан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл – чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Валерий Андреев 1990 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУӗн чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл хӑй йывӑр чире кайичченех тӑрӑшнӑ.
Валерий Андреева аван пӗлнисем вӑл «лекцисемпе семинарсене яланах чунри ҫӗкленӳпе, чӗлхери тӗлӗнтермӗшле тӗслӗхсемпе «пуянлатса» ирттернине» палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |